Левитская Лия Сергеевна — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, тюрколог, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Ӑслӑлӑх академийӗ ҫумӗнчи Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗнчи тӗрӗк чӗлхисен секторӗн ӗҫченӗ. 1931 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. 2009 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Мускаври патшалӑх университечӗнче, СССР Ӑслӑлӑх академийӗ ҫумӗнчи пӗлӗвӗн институчӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ. 1966 ҫулта «Чӑваш чӗлхин историллӗ фонетики» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ.
Лия Левитская ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхин историллӗ морфологийӗ» (Историческая морфология чувашского языка. М., 1976) тӗпчев те пысӑк пӗлтерӗшлӗ, вӑл паян кунччен те историллӗ грамматика проблемисем ҫинчен ҫырнӑ чи лайӑх ӗҫсенчен пӗри шутланать. Кунта пӗрремӗш хут чӑваш чӗлхин сӑмах пулӑвӗпе сӑмах улшӑнӑвӗн аффикссемпе формисен историйӗ ҫинчен туллин ҫырса кӑтартнӑ, чылай ыйтӑва ҫӗнӗлле пӑхса хакланӑ.
Лия Левитскайӑн чӑваш лексикин историйӗпе этимологине тӗпчесе наука ӗҫӗсем ҫырать.
Э.В.Севортянӑн тӗрӗк чӗлхисен словарьне кӑларас ӗҫе те хастаррӑн хутшӑннӑ. (Этимологический словарь тюркских языков. Общетюркские и межтюркские основы на гласные. М., 1974 (ЭСТЯ); ЭСТЯ на букву «Б». М., 1978; ЭСТЯ на буквы «В», «Г», «Д». М., 1980). Авторӗ ҫӗре кӑрсен ҫак словарӗн тепӗр томӗн яваплӑ редакторӗн ӗҫӗсене туса пынӑ (ЭСТЯ на буквы «Ж», «Ж,», «Й». М., 1989). 1997 ҫулта тухнӑ черетлӗ томӑн авторӗсенчен пӗри пулнӑ (ЭСТЯ на буквы «К,», «К». М., 1997).